Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: халӑх тетелӗ

Тӗнче тетелӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ

Муниципалитетсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан шупашкарсем тӳре-шара патне ҫырма питех те хастар. Регион управленийӗн статистики кӑтартса панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫыннисем халӑх тетелӗ урлӑ тӗрлӗ ҫитменлӗх пирки 4,5 пине яхӑн хутчен систернӗ.

Шупашкарсем хыҫҫӑн хастарлӑхпа ҫӗнӗ шупашкарсем, канашсем тата улатӑрсем палӑрса тӑраҫҫӗ.

Республикӑра пурӑнакансем урамсене, парксене, ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртме ыйтаҫҫӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, общество транспорчӗпе тата суциаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫынсене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ.

 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӳре-шарапа халӑх тетелӗсем урлӑ ҫыхӑнма пулать. Республикӑри мӗнпур ведомствӑпа патшалӑх учрежденийӗсен патшалӑх пабликӗсем пур. Унта влаҫ органӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫеҫ мар, тӳре-шара патне ыйту ҫырса яма та пулать.

Паянхи куна республикӑра 2 пин ытла патшалӑх пабликӗ пур. Вӗсен пӗтӗмӗшле аудиторийӗ паянхи пӗр миллион ҫынран иртет.

Чылай паблик — «Контактра». Унсӑр пуҫне «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче те йӗркеленӗ. Телеграмра та влаҫ органӗсен тата тӳре-шаран каналӗсем пур.

 

Хулара
Юрий Коновалов сӑнӳкерчӗкӗ
Юрий Коновалов сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре крокус чечекленни пирки ҫак кунсенче хулари ҫынсем халӑх тетелӗнче тата тӗрлӗ формура ҫырма, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ. Анчах илемпе киленме пур ҫын та пӗлмест иккен.

Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексен пӗр пайне таптаса, теприне чечек ҫыххи валли тӑпӑлтарса пӗтернӗ.

Унран та ытларах — авалхи кивӗ ҫуртсемпе паллаштаракан, оргкантӑкран хатӗрленӗ проектӑн пӗр секцине ватнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/feed?w=wall14232951_5841
 

Чӑвашлӑх
vk.com/alexei_alexandrov страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/alexei_alexandrov страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн ӗҫченӗ Элтияр Александров Яндекс.Дзента чӑвашсемпе паллаштаракан статьясем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.

«Салам! Дзента йӑлана кӗнӗ чӑваш культурине халалланӑ статьясен ярӑмне пуҫарса ятӑм. Вырӑсла, мӗншӗн тесен Дзен чӑваш чӗлхине ют чӗлхе тесе йышӑнать те ӑна аталантарма май памасть», — хыпарланӑ Элтияр.

Вӑл хӑйӗн каналне ҫырӑнма ыйтнӑ, хӑй вара кашни кунах мӗн те пулин ҫӗннипе савӑнтарса пыма шантарнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
 «Хӗрсем» каналти видеоран илнӗ скриншот
«Хӗрсем» каналти видеоран илнӗ скриншот

«Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ.

Ҫак йӗркесен авторӗ паян хӗрсен пӗр кӑларӑмне итлерӗ. Унта вӗсем республикӑра ача-пӑча валли чӑвашла кӑларса тӑракан кӑларӑмсем ӳсекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туптама чӑвашла тухса тӑнӑ «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ иккен.

Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӳтсе явнӑ тепӗр тема — ҫамрӑксем чӑвашла пӗлменни мӗнпе ҫыхӑннин хуравне шырани. Хӗрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхерен вӑтанмалла мар, ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтармалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://youtu.be/nnUm89G0YS4
 

Сывлӑх
https://vk.com/wall-35906750_197507 страницӑран илнӗ скриншот
https://vk.com/wall-35906750_197507 страницӑран илнӗ скриншот

Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑпа стационар территорине таксистсене кӗртменшӗн пӑшӑрханнине халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.

Тӗрӗсрех каласан, таксистсене кӗртеҫҫӗ-ха, ҫуран пулсан. Автомобильсене вара чараҫҫӗ.

Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрлахи стационарта сипленет. Ирпе тата каҫпа ӑна капельница лартаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм-хуралҫӑ таксие шлагбаумран ирттермест иккен. «Мӗншӗн манӑн сивӗре урама тухмалла? Енчен эпӗ хама япӑх туятӑп пулсан...», — тенӗ арҫын.

Район больницин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн территорине ятарлӑ транспорта ҫеҫ кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Ҫитменнине халӗ тата терроризмпа ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма тивет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35906750_197507
 

Статистика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Политика тата экономика коммуникацийӗсен федераци агентстви иртнӗ эрнере регионсен пуҫлӑхӗсем Инстаграмра хӑйсен страницисене мӗнле тытса пынине тишкернӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе питӗ хастар: топ-10 списока лекнӗ.

Михаил Васильевич 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 2-8-мӗшӗсенче вӑл 14 пост, 30 сторис хатӗрленӗ, анчах тӳрӗ эфира пӗр хутчен те тухман. Элтепер страницине 28 пин ҫын пӑхса тӑрать.

Палӑртмалла: 85 пуҫлӑхран 65-шӗн Инстаграмра страница пур. Политика тата экономика коммуникацийӗсен федераци агентстви хатӗрленӗ танлаштарӑмра Астрахань облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Бабушкин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Ханты-Манси автономи облаҫӗн пуслӑхӗ Наталья Комарова, виҫҫӗмӗш вырӑнта – Приморье крайӗн ертӳҫи Олег Кожемяко.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне ертсе пыма Валерий Клементьева шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл Сарӑтури консерваторинче вӗреннӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни.

Театрти черетлӗ сезона уҫнӑ чух вӑл сцена ҫине епле костюмпа тухнине тиркекенсем тупӑннӑ. «Чӑвашкино» киностудин тата электрон документацин архивӗн сектор пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Вероника Кочешкова Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, театр директорӗ сцена ҫине сцена тумтирӗпе тухнӑ имӗш. «Директор костюмне туянайман. Сцена гардеробӗнчине илме тивнӗ», — пӗлтернӗ Вероника Кочешкова.

«О, Турӑҫӑм», — тӗлӗннӗ тепри, республикӑри паллӑ журналист. «Йӑлтӑрккисене сӳтсе пӑрахнишӗн тав ту-ха», — йӗкӗлтешнӗн хуравланӑ малтанхи комментатор.

 

Культура
Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗ
Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗ

Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чувашский наравне со всеми языками мира» (чӑв. Чӑваш чӗлхи тӗнчери мӗнпур чӗлхепе тан) музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ.

Культура учрежденине ертсе пыракан Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑ ҫырас йӗркене реформӑланине тата поэтсен куҫару ӗҫӗ-хӗлне халаллӗҫ.

15 сехетре пуҫланакан музыкӑпа поэзи каҫне республикӑра пурӑнакан, литературӑпа пултарулӑха хаклакан ҫынсене пурне те йыхравлаҫҫӗ: сӑвӑ вулама юратакансене те, ӑна итлеме кӑмӑллакансене те. Хӑйсен сӑввисене хӑйсемех вулакансем пырсан пушшех те лайӑх. «Уявра сӑвӑсем чӑвашла та янӑрӗҫ, вырӑсла та», — пӗлтерет Антонина Андреева.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре пурӑнакан Дарья Комарова Станислав Говорухин кинорежиссера тапӑннӑ. Куҫа-куҫӑн мар, Facebook халӑх тетелӗнче. Вӑл унти хӑйӗн страницинче пӗтӗм тӗнче пӗлекен ҫак ҫынна айӑпласа ҫырнӑ.

Тӗпрен илсен, хайхи ҫыруран акӑ мӗн паллӑ: Дарья Комарова 2012 ҫулта журналистра ӗҫленӗ, ҫав ҫулхине Шупашкара Станислав Говорухин килсен вӑл унран интервью илме пынӑ. Ун чухне 75 ҫулти режиссер хӗре хӑйӗнпе ҫӗр каҫма ыйтнӑ, уншӑн фильмра ӳкерӗнмешкӗн майсем туса пама шантарнӑ имӗш. Апла пулин те Дарья паллӑ ҫынран интервью илнӗ иккен. Ун хыҫҫӑн вара Говорухин хӑйӗн телефон номерне панӑ, иккӗшӗн хушшинчи калаҫӑва вӑрттӑнлӑхра хӑварма ыйтнӑ-мӗн.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, Станислав Говорухин ку сас-хурана уҫӑмлатнӑ май 2012 ҫулта хӑй Шупашкарта пулни пирки иккӗленнине палӑртнӑ, кунашкал калаҫӑва астуманнине пӗлтернӗ. Апла пулин те Станислав Говорухин ҫав ҫулхине Шупашкара килни паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48435
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 23

1941
85
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1976
50
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2006
20
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын